Термин пирки кĕскен
Пай: Юридици
Хушнă: Agabazar
Кĕртнĕ: 11.03.2013 14:52
Куçарусем сĕннĕ: 1
Шухăшсем: 12
Куçарусем
Хăнар
Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).
Смотрите также:
справочник:
- хыпар-хăнарлăх (Agabazar (Акапасар))
справки (справочная):
- хыпар-хăнар (Agabazar (Акапасар))
- хăнар (Agabazar (Акапасар))
- хыпар-хăнарлăх (Agabazar (Акапасар))
- тĕрĕслев пайĕ (gitar1944)
справочная:
- Хăнар килĕ (Agabazar (Акапасар))
Комментарии
Хăнар - ăстан пулсан кайнă сăмах вăл?
"Хыпар-хăнар" сăмахăн иккĕмĕш компоненчĕ. Танлаштарăр: вăрçă-харçă(харçă —поход), тĕрĕс-тĕкел("тĕкел" тутарла "точный").
аха, питĕ кăсăк!!! Чăнах та çавнашкал сăмахсем пĕр вăхăтра тĕмескер пĕлтернĕ ĕнтĕ... Вĕсене тĕпчесче тарăнтарах!!!!
Анчах хăнар - хыпарпа çыхăннă сăмах пулмалла çке, справка па çыхăну пур-ши?
Кунашкал мăшăр сăмахсен компоненчĕсем яланах çакнашкал çывăх çыхăнура тăраççĕ: сас-хура, йыт-качка, выльăх-чĕрлĕх, вут-шанкă, вăй-хал... Хашĕсен пĕлтерĕшĕсем халь те пур, теприсен манăçнă. Йыт-качка мĕне пĕлтернине М.Р.Федотов ăнлантарнăччĕ(маннă...). "Хăнар" та "Хыпара" çывăх сăмах пулнă-тăр. "справка" "хыпар"("Хăнар") тенине çывăх теме ма
«Харçă» Юхма Мишши шухăшĕпе кăна «поход», ман шутпа вара вăр «харкаш», «хирĕç» (вăрç, ятлаç) сăмахран пулнă. // Тулькăш, «поход» валли сăмах кирлĕ, çавăнпа та ăна унашкал усă курнишĕн эпĕ хирĕç мар :)
«хăнар» сăмахăн та ман шутпа урăх тĕп — «хăна» — пулма пултарать. Тепĕр май каласан, хăна илсе килнĕ сас-хура.
Кунашкал сăмахсен историне Н.И.Егоров пек специалистсем çеç аван пĕлеççĕ ĕнтĕ. "Ăс-хакăл" текенни пур тата. Çавна кура эп "духовка" сăмаха(кунта вĕсем иккĕн тан) "хакăл" тесе куçарнăччĕ. ÇАВĂН ПЕК МĂШĂР СĂМАХСЕМ ПУРРИ КИРЛĔ АССОЦИАЦИСЕМ ÇУРАТАТЬ, ĂНЛАНМА ПУЛĂШАТЬ.
сӑмах май
хула-шехер — города, поселения тет
шехер — поселокшӑн кайать-и?
"Хула -шĕкĕр" тенине нихçан та илтмен. Шĕкĕр хăйне тĕллĕн усă куркалани пур ĕнтĕ: шĕкĕр хула (кунта эпитет вырăнĕнче), Турра шĕкĕр (Слапух Турра тенĕ пек).
ыйтса пӗлтӗм, шехер — "мегаполис" теҫҫӗ.
Мускав — шехер, Йетӗрне — ҫук.
Тутар чĕлхинче çавăн пек. Чăваш чĕлхинче ун пекки çук. Шехри Казан.
Ашмарин словарĕнче пур шехер. Анчах нихçан та илтмен.