Термин пирки кĕскен
Пай: Юридици
Хушнă: pentile
Кĕртнĕ: 11.03.2013 19:13
Куçарусем сĕннĕ: 2
Шухăшсем: 4
Куçарусем
Сана
Сире(чĕнÿ)
Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).
Комментарии
Чăн, çынна нумайлă хисеппе чĕнни "чăвашла мар" текен сас-хура çÿрет. Çăлкуçĕ мĕнре-ха? Чăваш халăхĕн нумай ĕмĕр хушши сийсем пулман. Пурте пĕр шайра, пурте "хура халăх". Ман шутпа, çынна(çывăх тус мар пулсан) нумайлă хисеппе чĕнни кирлĕ япала. Хăшĕ шутлать: акăлчанла пурне те "Эс" теççĕ. КУ тĕрĕс мар: вĕсем пурне те "Эсир" теççĕ.
Уншăн мар.
Халĕ ентĕ камăн укçа пур — Эсир, камăн çук — чуха, эс хамăрял.
Акăлчан чĕлхин кун-çулне вĕренсе пăх. Шекспир пурăннă чухне.
Ман шутпа, преступнике те "Эсир" темелле. Урăхла май çук. Эп акăлчан чĕлхипе специалист мар, анчах you тени "ты" пек мар, "вы" пек курăнать.
"Сийлĕ" обществи, тĕрĕссипе каласан, пур çĕрте те пулнă, анчах Европара малтан патшасене "Эсир" теме пуçланă, кайран вĕсене пула герцогсем тата ыттисем те пĕри-пĕрне "Эсир" калама пуçлаççĕ... Европа культури "çĕннипе" эпир унпек шутлатпăр :) (http://ru.wikipedia.org/wiki/%D0%A4%D0%BE%D1%80%D0%BC%D1%8B_%D0%BE%D0%B1%D1%80%D0%B0%D1%89%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F)
Акăлчан чĕлхине пулсан - паллах халĕ вăл - "эсир" тенине пĕлтерет, анчах çав вăхăтра "эс" форми çуккипе - вăл хисепне те "эс"не те кăтартать.
Сăмах май - нимĕç, итальян, испан чĕлхисенче - "Эсир" форми халĕ - "Вăл (хĕрарăм!!!)" формипе пĕр тан!!! :)
Ыйту - мĕн пур Европăра пулса кайнине пирĕн вара "калькаласа" хурас пулать им?