Термин пирки кĕскен
Пай: Биологи
На других языках:
Хушнă: Виктор
Кĕртнĕ: 23.03.2013 09:28
Куçарусем сĕннĕ: 3
Шухăшсем: 12
Куçарусем
Шурри
çăмарта шурри, куç шурри
Хушса çырни: М.И. Скворцов словарĕ (2012)
протейнсем
протеинсем
Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).
Комментарии
Хими тĕлĕшĕнчен вара Скворцов «белок»-ах хăварма сĕнет.
сиенлĕ хăтлану
Хăшшĕ? «Белок» хăварни?
Пуризм сиенĕ пирки те манмалла мар. Хальхи вăхăтра усă куракан кашни йышăннă термина чăвашлатсан сиенĕ ытларах — çĕнĕ чĕлхе пулса тăма пултарать. Ăна вара чылайăшĕ йышăнмĕç. Пурте тесен те йăнăш мар. Чăвашла халь çеç вĕренекенсем çеç хирĕç пулмĕç (вĕсем малтанхи чĕлхене пĕлменрен). Çавăнпа та терминсене çĕнетессипе асăрханса усă курмалла.
//«шурри» чĕлхере çирĕпленнĕ сăмах (биологире), хими валли вара вăл каймасть. Çавăнпа та Скворцовпа эп килĕшетĕп. Химири белок валли чăвашла лайăх йышăнакан термин тупсан çеç ун çине куçма пулать.
Килĕшетĕп пур сăмах куçараймăпăр, анчах сĕнÿсем пама пултаратпăр, "ансат" еверлесем юлĕç... :), Тепĕр япала сăмахĕ чăвашлатсан ăнланмалла пултăр чăваш ăнланупа çыхăннă пултăр... тейĕпер - шурри - ман шутпа пите вырăнлă сăмах, протеин.... вырăс сăмах вырăннĕ ют чĕлхинчен килнĕ сăмах лартсан - ăçта эпир пайта курăпăр? Тен, çĕр çинче пурăнакан халăхсене хăвăртрах вырăслатас вырăннĕ акăлчанлатас тесе-им?
Александр Васильевич, чăвашăн акăлчанланас хăрушлăх пачах та çук. Акăлчан чĕлхи чăваш чĕлхишĕн конкурент мар (çак чĕлхене пĕлекенсем пирĕн хушăра тĕрĕссипе çителĕксĕр) . "Протеин" сăмахăн орфографийĕ чăвашла мар — çакă кунта инкек. "Белок" тенинче вара чăвашла марри нимех те çук. Юрамалла.
Вырăс чĕлхин "хăрушлăхĕ" пурне те мар курăнать... :) акăлчан чĕлхин хăрушлăхĕ паян кăна курăнмасть... эпĕ чĕлхесемпе ĕçлекен çын ăна халĕ калама пултаратăп... Мускавра халĕ нумай ашшĕ-амăшĕсем акăлчан ача-пăча садиксене ачасене пама тăрăшаççĕ... Паян акăлчан чĕлхи скандинав чĕлхисене "пĕтерет" Чăваша кăна çитеймĕн анчах тепĕр 20-30 çултан чăвашсем те акăлчанса (е американланса) каяççĕ...
протеин — латинла
аха, тĕрĕс, протеин - латинла :)
Эп акăлчана тухнă пĕр чăваша та курман. Вырăса тухнă чăвашсем вара купипех. Пур-и Мускавра вырăс чĕлхине манса акăлчанла калаçса çÿрекен çынсем? Вырăсăн Нью-Йоркра та вырăсла калаçса пурăнма майсем пур (Брайтон-Бич).
Пур-ха. Анчах Филадельфири, Бостонри, Нью-Амсетрдамри (Нью-Йоркри) нимĕçсемпе шведсен те унашкал май пулнă. Ăçта-ха вĕсем халь.
Европăран Америке куçса кайнă çынсем пурăна-киле хăйсен чĕлхине çухатнине(пĕр-ик ăруран) эп мăшкăл тесе шутламастăп.
Шурриех тĕрĕсрех пулать пуль, вырăс чĕлхинчен чăваш чĕлхинче çирĕплленсех юлман халлĕхе