Термин пирки кĕскен
Пай: Техника
Хушнă: Блинов Александр Васильевич
Кĕртнĕ: 02.04.2013 09:51
Куçарусем сĕннĕ: 4
Шухăшсем: 5
Куçарусем
шăнтăш
Хушса çырни: чĕлхе комиссийĕ йышăннă вариант
пăр арчи
Хушса çырни: чĕлхе комиссийĕ йышăннă вариант
шăнту шкапĕ
Хушса çырни: //шăнт+у шкап
Шăнтмăш
Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).
Смотрите также:
холодильник:
- сивĕтмĕш (Блинов Александр Васильевич (Алпарух Пĕлĕм))
- сив(ĕ)тĕш (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
- сивĕ шкапĕ (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
Комментарии
Каллех, «-мăш»!!! Çăмăл хушăнать тесе усă курмалла мар пулĕ?
Акă статистика:
аптăратмăш (-)
аптратмăш (-)
астармăш (-)
вăрăмăш (+) /кунта вăрăм+ăш!!!/
вырттармăш (+)
йăлăнтармăш (-)
йăлăхтармăш (-)
йăпатмăш (+)
кантармăш (-)
капламăш (+)
кăптăрмăш (-)
култармăш (-)
курмăш (+) /кунта курма+ăш пуль/
лăркамăш (-)
мăкăртатмăш (-)
наркăмăш (-)
пăтăрмăш (-)
пăтратмăш (-)
пăчламăш (-)
пуçватмăш (-)
пуçламăш (+)
тарăхтармăш (-)
тултармăш (+) /кунта та «тултарма» + «-ăш» пуль-ха.../
тухатмăш (-)
урмăш (-)
хăратмăш (-)
хупламăш (-)
хыптармăш (-)
юнтармăш (-)
юратмăш (-)
çунтармăш (-)
ермĕш (-)
илĕртмĕш (-/+?)
йĕкĕлтемĕш (-)
йĕрĕнтермĕш (-)
йĕрмĕш (-)
М.И. Скворцов редакциленĕ словарьти сăмахсене пухрăм (база даннăйĕнчен илме çăмăл) — 90 проценчĕ япăх ене кăтартать!!! Лайăх енлисен те пулăмĕ ыйтуллă. Эсир кăтартакан сăмах та малтан «тултарма» + «ăш» майпа пулнă пулинех.
//Морозильник япăх япала мар-çке, ăна «-мăш» аффикспа ят пама?
«капламăш» сăмах та «каплам»+«ăш» мелпе пулнă: «каплам» сăмаха пăхăр.
«пуçламăш» сăмах пирки сăмах тапратас пулсан — вăл хисеп аффиксне йышăннă пуль (пĕрремĕш, иккĕмĕш, пуçламăш, ... )?
"Хыпар" холодильнике СИВĔТМĔШ тет. Эп çавна çеç шута илтĕм. Маншăн морозильник те юрăхлă.
«Хыпарта» журналистсем ĕçлеççĕ, ăсчахсем мар (ытларах пайпа /тен, ăсчахсем те пур унта.../).