Сегодня (01.18) сайт переехал на другой хостинг.

Термин пирки кĕскен

Пай: Хими

Хушнă: Agabazar

Кĕртнĕ: 15.04.2013 16:04

Куçарусем сĕннĕ: 2

Шухăшсем: 5

Куçарусем

ылтăн
Автор: pentile | Кĕртнĕ: 15.04.2013 17:13
ылттăн
Автор: Agabazar | Кĕртнĕ: 15.04.2013 16:04
Хушса çырни: "ылТăн" вариантран тармалла тесе шутлатăп.

Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).

Комментарии

15.04.2013 18:29Agabazar

"...Вĕсен ячĕ пуриншĕн те ылТТăн,

Çирĕм улТТăн вĕсем, çирĕм улТТăн,

Çирĕм ултă чăн-чăн коммунар." (П.Хусанкай, 1927, кайран улăштарман). "ЫлТăн" пулсан кунта рифма та пулмасть. Ман шутпа , "ылтăн" вариант вырăс орфографийĕн витĕмĕпе аталаннă. Ылтăн=[ылдăн].

15.04.2013 19:58Николай Плотников

Ку термин ыйтăвĕ мар пуль, орфографи ыйтăвĕ. Турипе анатрисем хушшинчи калаçусенче хăш-пĕр сăмах тĕрлĕрен илтĕнеççĕ. Анчах литература чĕлхине вĕсен пĕр варианчĕ анчах кĕнĕ: «ала» сăмахах илес — маншăн «алла» юттăн илтĕнет :(. Анчах литература чĕлхине вăл кĕнĕ те ăна шута илсе çырма тивет. Ылтăнпа та çаплах.

15.04.2013 20:00Николай Плотников

Тепĕр çавнашкал тĕслĕх: «патмар» тата «патвар». Хăш чухне сăмахсене суйланă чухне «м» сасăллине илнĕ, кунта вара — «в» сасăллине.

15.04.2013 20:01pentile

вăкăр-мăкăр

16.04.2013 16:02Agabazar

"Сăмахсене суйланине" ЛЕКСИКОЛОГИ теççĕ. "Анне" е "Апи" —хăшне суйламалла? Ку вăл орфографи ыйтăвĕ мар, ЛЕКСИКОЛОГИ ыйтăвĕ. "ЫлТТăн" тата "ЫлТăн" тĕлĕшпе те çавах. СĂМАХ СУЙЛАВĔ. Пĕр сăмахăн тĕрлĕ орфограммисем мар, ТĔРЛĔ СĂМАХСЕМ! РАСНА СĂМАХСЕМ. Ман шутпа расналăх диалектсемпе мар, вырăс çырулăхĕн витĕмĕпе çыхăннă. "ТиХХăн" е "ТиХăн"? Тиххăн=[Тиххăн]. Тихăн=[Тиhăн] ([Тигăн]).

О сайте

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...подробней