Термин пирки кĕскен
Пай: Ытти терминсем
Хушнă: Блинов Александр Васильевич
Кĕртнĕ: 18.04.2013 15:35
Куçарусем сĕннĕ: 3
Шухăшсем: 15
Куçарусем
Кĕленче
сăра кĕленчи
сÿленкке
Хушса çырни: В.Г.Егоров сăмахсарĕ (1938).
буттылькке
Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).
Смотрите также:
Пластмассовая бутылка:
- Пластмасс савăт (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
- Пластмасс кĕленче (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
Бутыль:
- буттыль (Agabazar (Акапасар))
- Сÿлен (Agabazar (Акапасар))
бутылочное дерево:
- сÿленкке йывăçĕ (pentile)
Комментарии
пластик кĕленче?
паклашка :)
* пирĕн патра ун пек калаççĕ
Кунта ара «бутылка» кăна тенĕ — вăл вара чăвашла яланах «кĕленче» пулнă. Скворцов та çав куçарăвах парать. Анчах унтах вăл «пластмассовая бутылка»-на та илсе панă — пластмасса бутылка. Унсăр пуçне «бутылочное стекло» пур — унта та çаплипех хăварнă: «бутылка кĕленчи».
«* пирĕн патра ун пек калаççĕ»
ара, кĕрт. «Кĕленче» те вĕт калаçу чĕлхинченех кĕрсе кайнă. Ку тĕлĕшĕнчен «паклашка» мĕн енĕпе уйрăм тăмалла? :)
Кĕленче<Склянка. 1) Кĕленче "стекло" 2)Кĕленче, кĕленчерен тунă савăт-сапа; вăл шутра банкăсем.
Agabazar,
çав Егоровăн сăмахсарна сканерлатма пултаратăр-и-ши? Ăна samah.chuvash.org кĕртсен аван пулать.
паклашка — "пластик кĕленче" вăл :)
1938-мĕш çулхи В.Г.Егоров сăмахсарĕ, манра пурри, пĕтĕмпех сÿсленсе пĕтнĕ. Страницисем пурте çук.
Миçе хут енлĕ (страницлă). Тен малтан фотопа ÿкерсен, ÿкерчĕксемпе ĕçлеме пулать?
Тата камăн е вулавăшра пулма пултарать те.
Миçе хут енлĕ (страницлă). Тен малтан фотопа ÿкерсен, ÿкерчĕксемпе ĕçлеме пулать?
Тата камăн е вулавăшра пулма пултарать те.
сăмахсарĕ 1938-мĕш çулхи те мар пуль-ха. лайăх куранмасть. тен 1928. ("8" цифра аван палăрать). Кун пек кĕнеке ман иккĕччĕ. Пĕри, лайăхраххи, таçта çухалчĕ. Кĕнекене страницăсем çине мар, ЮПАСЕМ çине уйăрнă. 700 ытларах юпа (350 стр. теме пулать). Пĕчĕк (çурма) формат.
вара.. ÿкерме пуларатăр-и? Ĕçне хам тума пултаратăп та, кĕнекине вăхăтлăха парсассăн.
Кĕнекине пама пулать, анчах эпир пĕр-пĕринчен аякра пурăнатпăр пулас. Ÿкересси пирки. Ку ĕçĕн технологийĕсене эп пĕлсех каймастăп-ха. Вĕрентекен те çукрах. Ÿкерсен хăш тĕле кăларса хумалла-ши?
Чăннипе, май пулсан кĕнекине малтан сканерламалла-ха. Мĕн тума май çук пулсан (кивĕлнипе е темскерлĕ) вăл пĕтсе ан кайтăр тесе, ăна ÿкерме (фотопа) те пулать.
Сканреланă ÿкерчĕк вăл çавах та фото пек (.jpg тĕслĕ файл, анчах лайăх пахалăхлă (ал чĕтременшĕн сканерлатнă ÿкерчĕк фоторан авантарах).
Вара, ÿкерсен — ăна алăпа е FineReaderpe чихварлатмалла (.doc, .pdf) та самахсар çине çакмалла. Текстла файл тăрăх шырама та авантарах.
Капла майлă ĕнтĕ.
Тен юпа уйхĕнче Чăваша килсен, ăна аллăн илме те пултаратăп.