Термин пирки кĕскен
Пай: Математика | Ытти терминсем
Хушнă: Виктор
Кĕртнĕ: 04.07.2013 09:55
Куçарусем сĕннĕ: 1
Шухăшсем: 5
Куçарусем
Иррационаллăх
Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).
Комментарии
Иррациллĕх темелле мар-и? -он вырăс грамматикинче пулса тухнăскер мар-ши?
Виктор, сире ăнланатăп. Иван Павлов чĕлхеçĕ (çÿлти патшалăхра пултăр) шăпах çапла сехĕрлентеретчĕ: чăваш чĕлхинче "аграр" сăмах çук, эппин "аграрлă" тени ăçтан сиксе тухать, — тетчĕ.
Тепĕр енчен: Рационал, Иррационал тенисем паян, тен, чĕлхере çук, АНЧАХ ЫРАН ПУЛМА ПУЛТАРАÇÇĔ.
"Ирсĕр" сăмах: Ирсĕр=Ир+Сĕр. "Ир" тени мĕне пĕлтерет? Утро?
Чĕлхе такăнать сăмахĕ тухиччен. Шарахра е банкетра пачах калаймăн. Латинла ratio, -н сас палли кайран çыпçаннă, йăнăш каламастăп пулсан. Сăмахĕ вăрăм пуласран тата фонентика илемлĕхне çухатасран çеç асăнтăм.
Ман шутпа , пурне те ансат туса пĕтерме çук. Терминологи сăмах тĕллĕ, вырăнлă килнине юратать. Вырăс чĕлхинче те терминсем тĕрĕссипе тăскаланчăк. Хăнăхнă та —чăтатпăр...
Литература, публицистика урлă тухсан — курăнĕ.