Сегодня (01.18) сайт переехал на другой хостинг.

Термин пирки кĕскен

Пай: Ӳнер

Хушнă: Agabazar

Кĕртнĕ: 07.01.2014 23:51

Куçарусем сĕннĕ: 2

Шухăшсем: 12

Куçарусем

Праски Виччи
Автор: Agabazar | Кĕртнĕ: 07.01.2014 23:51
Хушса çырни: Тĕрĕссипе чăвашларан вырăсла "куçармаллаччĕ", анчах кунта урăхла формат.
Виччиюс Праскивичюс
Автор: pentile | Кĕртнĕ: 09.01.2014 05:13

Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).

Комментарии

07.01.2014 23:55Agabazar

Çапла ыйтма пултараççĕ: Мĕншĕн "Витти" мар? Анчах та Витти —"витĕ" (крыша) сăмахăн туртăм категорийĕн виççĕмĕш сăпачĕ (его крыша, их крыша). Вуланасса та вăл урăхла вуланать.

08.01.2014 16:10gitar1944

Виталий Петрович килĕшĕ -ши çак шухăшпа? Хăйĕнчен ыйтса пĕлсен лайăхрах пулмĕ-ши?

08.01.2014 17:00Agabazar

"Виталий Петрович килĕшĕ-ши"

Ĕнтĕ ку чăнах та çапла-ха. Анчах та, тĕпленрех шутласан, проблема пуррине хăй пĕлмелле пек. ЭСТОНИРЕ КУ ТĔЛЕШПЕ ТАХÇАН МЫСКАРА ТА ПУЛСА ИРТНĔ ВĔТ! Художникпе паллашас тесе пĕр çын .... Раиса Сарпи патне пырса тухнă. Ара, "Праски" хĕрарăм ячĕ вĕт! "Праски" —ят, "Виччи" —хушамат. Çапла ăнланма пулать...

08.01.2014 17:02Agabazar

Тепĕр тесен, эпир кунта канонсем ăсталамастпăр вĕт. Сĕнÿсем çеç паратпăр.

08.01.2014 17:19gitar1944

Вара мĕнлерех мăнаçлăн илтĕнет -Леонардо да ВИНЧИ ! ?

08.01.2014 17:22gitar1944

Ача чухне çапла чĕнетчĕç тет мана- Праски Витти -анне ячĕпе

12.01.2014 16:18Николай Плотников

Ман шутпа ку япала валли терминсен сайтне мар, пĕр-пĕр уйрăм канашлăва усă курмалла. Хуратма сĕнетĕп.

12.01.2014 16:25Agabazar

Хуратмалла-тăк — хуратас.

12.01.2014 16:34Agabazar

Хуратмалла, тен, тÿрех мар —кăшт вăхăт иртсен.

12.01.2014 20:49Николай Плотников

Тĕп сăлтав: çын ячĕ термин мар.

12.01.2014 22:48Agabazar

Ĕнтĕ ман патра кăларса пăрахмалли функционал çук.

18.01.2014 16:50Agabazar

"Праски Виччи" псевдоним мыскарисем пирки Лингвофорумра çырса кăтартма тăрăшрăм. http://lingvoforum.net/index.php/topic,46812.msg1980471.html#msg1980471

О сайте

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...подробней