Сегодня (01.18) сайт переехал на другой хостинг.

Термин пирки кĕскен

Пай: Ытти терминсем

На других языках: eng lesson deu Stunde

Хушнă: Блинов Александр Васильевич

Кĕртнĕ: 25.08.2015 00:10

Куçарусем сĕннĕ: 2

Шухăшсем: 12

Куçарусем

вĕренев
Автор: Alparuh (сам составил) | Кĕртнĕ: 25.08.2015 00:10
сапат
Автор: Agabazar | Кĕртнĕ: 25.08.2015 18:30

Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).

Смотрите также:

Комментарии

05.03.2016 13:52pentile

up

05.03.2016 18:49Agabazar

Сапат. Урок.

07.03.2016 21:12Alparuh

Мӗнле пулса кайнӑ сӑмах вӑл "сапат"?

07.03.2016 23:40Agabazar

Ку "сапат" сăмаха эп темĕнле словарьте курнăччĕ. Ăçтан иккенне халь тин аса илейместĕп. Шыраса пахăп. Тупсан кунта çырса хурăп.

08.03.2016 13:16Agabazar

шăнкăрав

3.

звонок

шăнкăрав пар — дать звонок

сапата ларма шăнкăрав пулчĕ — был звонок на урок

http://samah.chv.su/s/1/шăнкăрав

08.03.2016 20:05Alparuh

уф... Скворцован мар пуль ку япала... "ӑстисем" кӗртсе лартнӑ.... Халь юри тӗрӗслерӗм... ҫук унта ним те "сапат" пирки...

09.03.2016 00:22Agabazar

Ну ыйтас пулать "ăстасенчен", мĕншĕн кертсе лартнă вĕсем ку сăмаха.

18.02.2018 17:23mirontoli

Нимӗҫле урок Stunde пулать. Stunde сӑмахӑн пӗрремӗш пӗлтерӗшӗ - сехет. Уроксен чылайӑшӗ пӗр сехет тӑсӑлаҫҫӗ.

18.02.2018 20:43Agabazar

Сапат — арабизм.

20.02.2018 02:35Agabazar

арабизм сабах (ṣabāḥ صباح ) "занятие", "урок"

Чăваш словарĕнче — "сапата çит" тенине гуглласа пăхăр вара тупатăр.

20.02.2018 02:37Agabazar

Сăмахсарта "сапат" пирки уйрăм статья çук, анчах илсе кăтартакан уйрăм тĕслĕхсенче тĕл пулать.

23.02.2018 06:26Agabazar

Кунта мĕнре тĕп ыйту тĕрĕссипе. Арабизм пулсан, мĕншĕн сапак > сапат (сапах > сапат)? Тутарсем сапат мар, сапаК теççĕ. Мĕншĕн пулса иртнĕ çаканашкал улшăну?

О сайте

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...подробней