Термин пирки кĕскен
Хушнă: Agabazar
Кĕртнĕ: 13.02.2013 00:22
Куçарусем сĕннĕ: 3
Шухăшсем: 7
Куçарусем
тĕрĕслевçĕ
вăртах
Хушса çырни: тĕрĕк чĕлхисенчи "орта" сăмахпа танлаштарăр
Тÿрлетÿçĕ е ăсталавçă
Хушса çырни: Тÿрлетмелли е ăсталамалли ĕçсене тăвать вĕт-ха вăл!
Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).
Смотрите также:
Массовик-затейник:
- Пуçаруçă-йĕркелÿçĕ (Agabazar (Акапасар))
- тамада (Agabazar (Акапасар))
- Мăн Кĕрÿ (Agabazar (Акапасар))
- вăртах (Agabazar (Акапасар))
- хăйматлах (Agabazar (Акапасар))
Комментарии
"Вăртах" тăванлăх ячĕ. Кунта вырăнлă мар вăл.
"Вăртах" тăванлăх ячĕ..." Кама калатăр эсир "вăртах" тесе? Нумай усă куратăр-и? Пачăшкăна мĕншĕн "атте" тетĕр? Вăл сире çуратман вĕт! Пăхăр ют чĕлхе сăмахсарĕсене—пур çĕрте те вăл "посредник" пĕлтерĕшлĕ.
Апла пур япалана та атте тесе калар...
Техникăпа çыхăннă япалара нимле майпа та тăванлăх сĕмĕ çук!
Эп модератора тĕрĕслевçĕ тенĕ пулăттăм...
Юриех словарьсене пăхса тухрăм. Ним те уçăмли çук. "родственник посаженного отца" тени мĕне пĕлтерет вăл? Иккĕмĕш пĕлтерĕшĕ уçăмлăрах: дружище. Вăртах=тăван? Медицинăри "сестра" пирки мĕн шутламалла? Вăл та тăван-и? Ман шутпа "вăртах" тесе тăванлашакан(пĕри ывăлне авлантарать, тепри хĕрне качча парать) килйышсене ÇЫХĂНТАРАКАН çынна калаççĕ. Анчах та вăл евчĕ мар.
Модератор тесе сайтра тĕрĕслесе (?) ларакан çынна çеç мар калаççĕ. "Çавра сĕтел", пуху ирттерекен çын та паянхи чĕлхере модератор. Ман шутпа ун ĕçĕнче чăн малта "тĕрĕслесси" мар, ыттисене пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшасси пулмалла.
"Вăртах" тесе хĕрарăма калама пулать-и? Чăн, çакнашкал ыйту пур. "Вăртах" сăмах посредник пĕлтерĕшлĕ тенине эп чăн малтан Н.И.Егоровран илтнĕ.