Термин пирки кĕскен
Пай: Экономика
Хушнă: pentile
Кĕртнĕ: 19.02.2013 22:58
Куçарусем сĕннĕ: 1
Шухăшсем: 9
Куçарусем
Топ-менеджер
Если предложенные варианты вам не нравятся или у вас есть более удачный вариант — вы его можете добавить (для этого надо войти на сайт).
Комментарии
Ман шутпа, "топ" вăл "тĕп" тенипе пĕр мар. Топ-модель, топ-журналист... Тата ытти çавнашкал "топ". Çÿллĕ шайри, элиталла тесе ăнланмалла. "Топ" префикс майлă япалах пулса пырать пулмалла.
Ман шутпа "тĕп" пĕлтерĕшĕ "топ" сăмахпа çывăх. "Топ", Сирĕнпе, Акапасар, "çÿллĕ шайри" тенине пĕлтернипе килĕшетĕп, анчах мĕнле пăхса, анчах çăв вăхăтра вăл "топ менеджер" - "главный менеджер" пĕлтерет. Этимологи кăшт урăхлах пулсан та.
Менеджер (manager = to manage) вăл акăлчан чĕлхерен килнĕ сăмах, паллах, куçарсан, вăл "руководитель, управляющий, заведующий, глава - руководить, управлять, заведовать; стоять во главе" тенине пĕлтерет. Вара куçарас тетпĕр тесен - "пуçлăх, ертӳçĕ" куçарма пулать. Тĕп (аслă) ертӳçĕ (ертекенĕ). Анчах хальхи саманара халăх çĕнĕскер сăмахсене юратать....
Ак аялти шайри пĕчĕк çеç предприяти(пĕчĕк бизнес). Унта тĕп директор, тĕп бухгалтер, тĕп инженер тата ытти "тĕп" пур тейĕпĕр. Вара çавсен çумне "топ" элемент çыпăçтарни вырăнлă-ши? Ытлашши "вĕтĕ" мар-ши?
Тен, «пысăк пуçлăх»? :)
"Топ" модана кĕнĕ сăмах кăна ĕнтĕ :), эпĕ те питех уссине курмастăп...
Топ, компьютер, лайк, спорт-кар, тест-драйв ... Аха, пĕлетпĕр мĕншĕн вăл
ака, лайăх кăтарту тÿпе — http://samah.chv.su/s/тÿпе
Пĕлетпĕр "тÿпери менеджер" Кам иккенне. "Небесная Канцелярия" теççĕ. Çÿлхуçа.